Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукал ялӗнче пурӑнакансем пахчара лӑпкӑ ӗҫлеймеҫҫӗ. Вӗсене вӗлле хурчӗсем канӑҫ памаҫҫӗ.
Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, вӗлле хурчӗсем питӗ усал. Пахчара ӗҫленӗ чухне вӗсем вӗҫсе пыраҫҫӗ, тарма хӑтлансан хыҫран пыраҫҫӗ. Пӗр ҫынна нумай хутчен сӑхнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайма тивнӗ. Унта ӑна укол тунӑ.
Ялта вӗлле хурчӗ ӑнсӑртран нумайланнӑ. Пӗр ҫын вӗллесем вырнаҫтарнӑ, таҫтан хуртсем илсе килнӗ. Халӗ ялти лару-тӑрӑва вырӑнти администраци тӗрӗслесе тӑрать. Хуҫипе калаҫнӑ. Лешӗ, тен, ҫитес вӑхӑтра 2 метр ҫӳллӗш карта тытӗ. Ҫапла майпа вӗсем ҫӳлерех вӗҫӗҫ, ҫынна ытлах тапӑнмӗҫ.
Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи сасӑлав кунӗ иртмелле. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмеллине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха депутатсене Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче суйлама тивмӗ.
Шупашкарта РФ Патшалӑх Думине депутата Леонид Черкесов суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ юлнӑ вырӑна черетлӗ «халӑх тарҫине» палӑртӗҫ. «Тарҫӑ» пулма хальлӗхе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Владислав Григорьев усламҫӑ, РФКП-рен – Николай Перцев усламҫӑ, РЛДП-тан – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Кристина Алексеева, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫейрен» – юрист бюровӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев, Пенсионерсен партийӗнчен Сергей Зотов техник тата тепӗр виҫӗ кандидат суйлав кӗрешӗвне хӑйсем тӗллӗн тухнӑ: ниҫта та ӗҫлемен Александр Арланов тата икӗ Александр Борисов. Юлашкинче каланисенчен пӗри – электросварщик, тепри ниҫта та ӗҫлемест.
Канаш хулинчи Депутатсен пухӑвне депутата 14 ҫын суйланасшӑн тапаҫланать, Ҫӗнӗ Шупашкара — 11, Улатӑр районне – 5, Канаш районне —10, Пӑрачкав районне — 4, Ҫӗрпӳ районне — 5, Шупашкар районне — 11, Шӑмӑршӑ районне — 10, Етӗрне районне — 16.
Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене Чӑваш Енре хресчентен муниципалитет аллине куҫараҫҫӗ. Кунта сӑмах туртса илни пирки пымасть. Усӑ курман ҫӗр пайӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарса вӗсене ырӑ алла — ҫӗре юратса ун ҫинче ӗҫлеме хатӗррисене — параҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче видеоҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ канашлура та ҫак ыйтӑва хускатнӑ. Унта ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева хутшӑннӑ. Вӗсен мунициаплитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашланӑ.
Усӑ курман ҫӗр пайӗсене республикӑра 200 пин гектара яхӑн шута илнӗ, вӗсенчен 97 процентне муниципалитетсен харпӑрлӑхне регистрациленӗ. Канаш, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Шӑмӑршӑ, Елчӗк. Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенче вӗсене регистрацилесе пӗтернӗ. Хӗрлӗ Чутай тата Красноармейски районӗсенче ку енӗпе вӑрахӑн тимлеҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станъялти почта историйӗн музейне, вӑл М7 трассӑн 630-мӗш ҫухрӑмӗнче вырнаҫнӑ, уҫӗҫ.
Асӑннӑ районти «Тӑван Ен» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «хальхи вӑхӑтра 200 тӑваткал метр лаптӑклӑ музей ҫуртӗнче витринӑсем тата хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне 8 экспозици конструкцийӗ: почта станцийӗ, тимӗрҫӗ, сӑра лаҫҫисем, хурал башни, платник эртелӗ, тӑм савӑт ӑсталӑхӗ, суту-илӳ лавкки, пир-авӑр мастерскойӗ йӗркеленӗ».
Музейри экспонатсене Шӑмӑршӑ районӗнчен, Буинскран ярса панӑ иккен. Станьял тӑрӑхӗнчи Владимир Деревьев музея кивӗ пукансем, шкапсем, патефон панӑ.
«Чӑваш керем» проекта Сергей Сорокин ятлӑ хастар пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнӑ. Унта «Чемен карти» этнокомплекс, сӑвар-пӑлхар-чӑваш культурин этнографи музейӗ, Ҫӗпӗр тракчӗн тата Стан Ял почта станцийӗн музейӗ, «Сувар» хӑна ҫурчӗн комплексӗ тата кӗрет.
Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче инкек пулнӑ. Унта ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ.
Пуҫлӑх виллине ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тупнӑ. Ку паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби те ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернине хыпарлать. Тата ҫакна палӑртмалла: Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пуҫлӑх пирки информацие илнӗ.
Хушнӑ: сӑмах Волков Валерий Фёдорович пирки пыни пире пӗлтерчӗҫ.
Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенче Чӗмпӗрти аслӑ шкулӑн лицей класӗсем уҫӑлмалла. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен унта Чемпӗрти патшалӑхӑн техника университечӗн класӗсем ачасене йышӑнӗҫ.
Ҫӗнӗ хыпара «Media73» портал хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗсем тата шкул директорӗсем аслӑ шкулпа ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Лицей класӗсенчен пӗри Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулта, тепри Шӑмӑршӑ районӗнче уҫӑлӗ. Патӑрьелте информаципе технологи профилӗллӗ пулӗ, Шӑмӑршӑра - физикӑпа математика. Лицей классенче таврари ялсенчи ачасем пӗлӳ пухӗҫ. Унтан вӗренсе тухсан вӗсен Чӗмпӗрти шкулта пӗлӗве туптас шанчӑк пысӑк.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна чылай вӑхӑт алимент тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 42 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫитмен икӗ хӗрне алимент тӳлемен. Ҫапла майпа вӑл суд йышӑнӑвне пӑснӑ. Хӗрарӑмӑн ӗҫе вырнаҫма май пулнӑ, анчах вӑл васкаман. Темиҫе хутчен асӑрхаттарсан та ачисене алимент тӳлемен.
Хӗрарӑмӑн вара ачисен умӗнчи парӑм сахал мар пухӑннӑ: 167 пин тенкӗ. Суд ӑна 3 уйӑх тӳрленмелли ӗҫе ямалла, шалӑвӑн 5 процентне патшалӑхшӑн тытса юлма йышӑннӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне судпа айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма хӑйӗн ӗҫне лайӑх пурнӑламаншӑн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хӗрарӑм Анат Чаткас ял тӑрӑхӗнчи пӗр ялта ҫул сарасси пирки пӗлӗшӗпе, пӗр фирмӑн генеральнӑй директорӗпе, килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Унтан вӑл ыйтнипе подрядчик ӗҫе пурнӑҫлани пирки актсем ҫырнӑ. Кайран ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ документа бухгалтерие тӑратнӑ. Кун хыҫҫӑн контрагент шучӗ ҫине 175 пин тенкӗ ытла куҫнӑ.
Анчах ҫул сарас ӗҫ вӑраха тӑсӑлнӑ. Тӗрӗссипе, полицейскисем интересленме тытӑнсан ҫеҫ ӗҫ вырӑнтан хускалнӑ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Пуҫлӑх айӑпне йышӑнса тӑкака саплаштарнӑ.
Етӗрне районӗнче — ҫӗнӗ прокурор. Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Генпрокурорӗ кун пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, малашне ку должноҫе юстицин аслӑ советникӗ Фуражников Юрий Алексеевич йышӑнать. Вӑл 55 ҫулта.
Юрий Алексеевич Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ, унтах ӳснӗ. Етӗрне районне куҫариччен вӑл Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсен прокурорӗ пулнӑ.
Юрий Фуражников ҫемьеллӗ, унӑн икӗ ача пур.
Ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗпе Геннадий Большаковпа сывпуллашаҫҫӗ.
Чӑваш сценин хальхи вӑхӑтри ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри Шӑмӑршӑ районӗнчи Хӗрлӗ Васан ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл 55 ҫул тултарнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине (институтне) вӗренсе пӗтернӗскер чӑн-чӑн сцена ӑсти пулса тӑнӑ. Ӑна куракансем ялан ӑшшӑн йышӑннӑ. Кирек епле сӑнара та ӗнентерӳллӗ тата чуна парса калӑплаканскере курассишӗнех вун-вун ҫын театр енне ҫул такӑрлатнӑ. Ватти те килӗштернӗ ӑна, яшши те. Арҫыннин чунне те тыткӑнланӑ вӑл, хӗрарӑмминне те. Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, юратнӑ артистӑмӑр...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |